Альбина Юрату сăвви
Сергей Марков кĕвви
«Эй, хĕрсем» тесе юрлатăп кашни кун эп киленсе,
Тăрăшса савни шыратăп сан пекки, сар чиперкке!
Авланас тесе юрлатăп, эп суйлатăп хĕрсене,
Эп сана пачах курмастăп, ма туймастăп савнине?
Хушса юрламалли:
Илемлĕ пикесем тĕнчере нумай,
Чĕре чун савнине кăна кĕтет пĕрмай.
Çитет хусах пулса - авланас килет.
Тен, эсĕ пулăн манăн арăм, чун сисет.
Авланасси йывăр мар та, хĕр тупасси тамаша,
Вут хыптартăн чĕрене эс, улăштартăм шухăша.
Пĕр санпа телей эп тупăп, ĕмĕр пулăп юнашар,
Качча тух мана, савниçĕм, чунăма эс савăнтар.
Хушса юрламалли (2 хут):