Володя Рыбкин сăвви
Александр Быковский кĕвви
Романтик эпĕ: юратусăр
Иртмест пĕр кун та пурнăçра!
Нихçан та аллăра ан усăр,
Çиçсессĕн вут-хĕлхем куçра.
Романтик эпĕ: юратусăр
Мана кичем-çке пурăнма!
Куллен кун тем çитмест пек унсăр
Çунатлă кайăк-чунăма.
Хушса юрламалли:
Тен, тытăнса тăрать тĕнчемĕр
Ман пек романтиксем çинче?
Ай, юрату сыв пултăр ĕмĕр,
Хыт ялкăштăр чĕресенче!
Тен, тытăнса тăрать тĕнчемĕр
Ман пек романтиксем çинче?
Калатăп чăннине, туссемĕр:
Юратупа хитре тĕнче!
Романтик эпĕ: юратусăр
Эп пултараймăп юрлама!
Савни валли чĕре ман уçă!
Упратăп çутă туйăма.
Романтик эпĕ: юратусăр
Иртмест пĕр кун та пурнăçра!
Нихçан та аллăра ан усăр,
Çиçсессĕн вут-хĕлхем куçра.