Парнеле мана
1.Эс чечек пекех илемлĕ. /8слогов
Кам тавлашĕ манпала? /7
Эп санпа анчах телейлĕ. /8
Эс те калăн-ши çапла? /7
Хушса юрламалли:2купл-—
Парнеле мана /5слогов
Эс юратăвна. /5
Савнă чиперук, /5
Сансăр пурнăç çук. /5
Парнеле мана
Эс юратăвна.
Ир те каç пĕччен
Çăмăл мар, ĕнен!
—-----------------------—
2.Ытама сана илетĕп,
Чуптăватăп тутунтан.
Эп хама хам чĕпĕтетĕп:
Тĕлĕк мар ку – чăн паян.
Хушса юрламалли:2купл-—
3.Ан вăтан, пике, тархасшăн.
Ирĕке яр туйăмна.
Çăлтăр эп татам-и саншăн? –
Кун пирки пĕлтер кăна!