Ытарайми хĕрсем!
1.Эп хаваслă яш ача,
Кулянассăм çук пачах.
Паллашас тесен манпа –
Васкăр, пикесем клуба!
Хушса юрламалли: ( 2 куплета )
Ах, ытарайми хĕрсем!
Капăр кĕл чечекĕсем!
Мĕн тери эсир черчен,
Куç илеймĕн сирĕнтен!
Чăн та, чиперкке нумай.
Ман ăçта кайса кĕрес?
Кампала кĕр çитнĕ май
Чаплă туй кĕрлеттерес!?
2.Эп хăюллă та патвар,
Яланах ĕçре хастар.
Юрлама та пит ăста.
Пур-и ман пекки тата?
Хушса юрламалли: ( 2 куплета )
3.Чун-чĕрем юратнăран
Пурăнатăп эп аван.
Çамрăклăх пĕрре килет,
Савăнса юлма хистет!
Хушса юрламалли: ( 2 куплета )