Пĕрремĕш çаврăм:
Хĕвел анса тарчĕ, каç та пулса ларчĕ.
Эс ăçта çÿретĕн манăн Илемпи?
Мĕншĕн эс каларăн, тăххăрта килетĕп
Тесе эс шантартăн çамрăк чĕрене.
Хушса юрламалли:
Эс ăçта, эс ăçта? Кампа эс çÿретĕн?
Эс ăçта, эс ăçта? Кама ыталан?
Эс ăçта, эс ăçта? Мана кĕттеретĕн.
Эс ăçта, эс ăçта? Кама ачашлан?
Иккĕмĕш çаврăм:
Эпĕ халь ларатăп, сан çинчен шутлатăп
Куç умне килеççĕ пĕрле пулнисем.
Саншăн эпĕ кайрăм Шупашкар пасарне
Вара чечек илтĕм сан валли парне.
Хушса юрламалли:
Эс ăçта, эс ăçта? Кампа эс çÿретĕн?
Эс ăçта, эс ăçта? Кама ыталан?
Эс ăçта, эс ăçта? Мана кĕттеретĕн.
Эс ăçта, эс ăçта? Кама ачашлан?
Виççĕмĕш çаврăм:
Шуçăм çиппи тухрĕ, тĕттĕм каç чĕтрерĕ
Хĕвел пайăрки ыталарĕ ял чунне(?)
Кĕтÿç пушă çапрĕ, ĕнесем мĕкерчĕç
Халь эп кăшкăратăп тискер чĕр-чун пек
Хушса юрламалли: виçĕ хут.
Эс ăçта, эс ăçта? Кампа эс çÿретĕн?
Эс ăçта, эс ăçта? Кама ыталан?
Эс ăçта, эс ăçта? Мана кĕттеретĕн.
Эс ăçта, эс ăçта? Кама ачашлан?