Ман çуралнă кун
Эй, хисеплĕ тус-тăван,
Ман çуралнă кун паян –
Ан хĕрхен ăш сăмахна.
Пуçлансассăн çуркунне
Килнĕ эпĕ çĕр çине.
Ас тумастăп хам çакна.
Саламсем валли хутаç
Хатĕрлерĕм иртнĕ каç,
Тăкăнать вăл тулнăран.
Кĕреке хитре кампа? ¬–
Ытарми тус-тăванпа.
Тав сире ыр кăмăлтан!
Хушса юрламалли:
Чунăмра юрлать сар кайăк.
Хăнасем хыт ташланă май,
Чĕтренсе илет çут кантăк.
Авăнса тăрать урай.
Эй, иртен-çÿрен паян
Ман пата кĕме ан ман.
Эп пурне те халь хавас.
Шурă кăпăклă сăра
Ĕçĕпĕр санпа вара.
Савăнас тăк – савăнас!
Кĕçĕр уява пула
Çывраймасть иккен хула.
Мĕн тăвас тен? – шавлă пит!
Юлташсем, çак юррăма
Эп ыйтатăп хаклама.
Ку вăл ман вĕр-çĕнĕ хит!