♫ Йěпреç ташши
◄▲►▼Гармонистăн гармонь пур
Ун аллинче çěрě пур.
Гармонистпа ан калаçăр,
Унăн хăйěн хěрě пур.
Шапа мар, пулă мар
Шывра ишеес çук.
Сарă мар, вăрăм мар,
Çынна юраяс çук.
Кала-кала гармонист,
Ахаль тумăп эп сана.
Качча тухсан, ача тусан
Кумма тăвăп эп сана.
Хопа-хопа,
Хопа каламалла.
Никама та ним те туман,
Çампа каламалла.
◄▲►▼Гармонистăн пÿрнисем
Вылянарах тăраççě.
Çавăнпа та гармониста
Юратарах параççě.
Ах, тесе ма калас,
Чěрене ма çунтарас.
Хам савнине çынна парса
Çынна ма савăнтарас.
◄▲►▼Апла та терěç мана,
Капла та терěç мана
Çын сăмахě ним те мар та
Савни юратать мана.
Пěрре, иккě, виççě, тăваттă…
Урăх шутламаспăр.
Тавтапуçах гармониста,
Урăх ташламаспăр. ◄▲►▼