Ҫуралнӑ кун чи пысӑк уяв кашниех кӗтет, савӑнсах кӗтет
Кӗреке хушшинче саламлаҫ юлташсем, саламлаҫ тӑвансем
Кӗреке хушшинче саламлаҫ юлташсем, саламлаҫ тӑвансем
Кам ҫуралнӑ ҫуркунне, кам ҫуралнӑ ҫулла
Кӗркуннепе хӗлле саламлатӑп сире
Кам ҫуралнӑ ҫуркунне, кам ҫуралнӑ ҫулла
Кӗркуннепе хӗлле саламлатӑп сире
Хӑнасенчен хаклӑ парнесем ӑш сӑмахсем те хитре чечексем
Кӗреке кӗрлет. Эх! Чун савӑнать, тепӗр ҫул хушӑнать
Кӗреке кӗрлет, чун савӑнать, тепӗр ҫул хушӑнать
Кам ҫуралнӑ ҫуркунне, кам ҫуралнӑ ҫулла
Кӗркуннепе хӗлле саламлатӑп сире
Кам ҫуралнӑ ҫуркунне, кам ҫуралнӑ ҫулла
Кӗркуннепе хӗлле саламлатӑп сире
Сан тавра пӗрле тӑрса, юратнине палӑртса
Юрӑ юрласа алӑ ҫупса ташлаҫҫӗ хӑнасем
Юрӑ юрласа алӑ ҫупса ташлаҫҫӗ хӑнасем
Кам ҫуралнӑ ҫуркунне, кам ҫуралнӑ ҫулла
Кӗркуннепе хӗлле саламлатӑп сире
Кам ҫуралнӑ ҫуркунне, кам ҫуралнӑ ҫулла
Кӗркуннепе хӗлле саламлатӑп сире