Çyрхи кунсем çитсен
Савни мана куç хыврĕ
Ака-суха пĕтсен
Качча тухма ыйтрĕ
Итлемерĕм аннене
Анне усал калас çук
Халь йĕретĕп куççульпе
Чавса çывăх - çыртма çук
Итлемерĕм аннене
Анне усал калас çук
Халь йĕретĕп куççульпе
Чавса çывăх - çыртма çук
Савни ман васкатрĕ
Туйăмне вăйлатрĕ
Анне куçран пăхрĕ
"Тăхта, хĕрĕм", - терĕ
Итлемерĕм аннене
Анне усал калас çук
Халь йĕретĕп куççульпе
Чавса çывăх - çыртма çук
Итлемерĕм аннене
Анне усал калас çук
Халь йĕретĕп куççульпе
Чавса çывăх - çыртма çук
Каçар анне хĕре
Кĕрхи туй кĕрлерĕ
Ыр пÿрни пулмарĕ
Тур телей памарĕ
Итлемерĕм аннене
Анне усал калас çук
Халь йĕретĕп куççульпе
Чавса çывăх - çыртма çук
Итлемерĕм аннене
Анне усал калас çук
Халь йĕретĕп куççульпе
Чавса çывăх - çыртма çук
Хĕлхи кунсем çитсен
Шăнчĕ пирн юрату
Мăшăр ютта кайрĕ
Ман телей вĕçленчĕ
Итлемерĕм аннене
Анне усал калас çук
Халь йĕретĕп куççульпе
Чавса çывăх - çыртма çук
Итлемерĕм аннене
Анне усал калас çук
Халь йĕретĕп куççульпе
Чавса çывăх - çыртма çук
Итлемерĕм аннене
Анне усал калас çук
Халь йĕретĕп куççульпе
Чавса çывăх - çыртма çук
Итлемерĕм аннене
Анне усал калас çук
Халь йĕретĕп куççульпе
Чавса çывăх - çыртма çук