Самана
Мĕншĕн-ши телей сарă кайăк мар,
Тытăттăм ăна тул сапса вăр-вар.
Сывлăм пек таса ĕмĕтпе пурнар,
Шанăçпа кăна малалла утар.
Припев:
Тус-тăванлăхпа юрату çинче
Тытăнса тăрать пĕтĕм çут тĕнче.
Пĕлĕр упрама чун пуянлăхне,
Йывăр чух тăсар алă пĕр-пĕрне.
Кантăкран шаккать çĕнĕ самана,
Шел, пуçран шăлмасть вăл санпа мана.
Чĕрене хыпса илчĕ тĕк кăвар
Юрă-кĕвĕре çăлăнăç тупар.
Припев:
Çук-и кĕмĕлÿ – шутсăр ан хурлан.
Мĕн ырри пур-ши тăнăç пурнăçран?
Савăнса кĕтер , ай, кашни ире.
Турăçăм, парсам сывлăх çеç пире.