Пĕррехинче çурхи лăпкă каç
Пуçтарăнсан анне килĕнче
Пĕр чăпар куккук шăппăн авăтса
Пырса ларчĕ хурăн тăррине
Пĕр чăпар куккук шăппăн авăтса
Пырса ларчĕ хурăн тăррине
Ан хуçăр-ха хурăн туратне
Куккук ăçта ларса авăтĕ
Ан хуçăр-ха анне кăмăлне
Эпир кайсан кампа йăпанĕ
Ан хуçăр-ха анне кăмăлне
Эпир кайсан кампа йăпанĕ
Виççĕллĕ явнă чĕн йĕвенне.
Мĕншĕн сÿтĕлмелле тунă-ши?
çиччĕн çуралса, пĕр килте ÿссе
Мĕншĕн уйрăлмалла тунă-ши?
çиччĕн çуралса, пĕр килте ÿссе
Мĕншĕн уйрăлмалла тунă-ши?
Пĕррехинче çурхи лăпкă каç
Пуçтарăнсан анне килĕнче
Ан йĕр-ха, анне, шăл-ха куççульне
Хурлăхлăн ăсатрĕ вăл пире
Ан йĕр-ха, анне, шăл-ха куççульне
Хурлăхлăн ăсатрĕ вăл пире