Сăмахёсем те кёвви те Ялтăркин (Смирнов В.И.)
Тăван ялăма
Тÿперен Сар хёвел ачашлать ялăма,
Ытамлать уçă çил юратса.
Сарă кайăк савса ман тăван ялăма,
Чарăнмасăр юрлать савăнса.
Тăван ял йăмрасем айёнче,
Тÿтре-чăтăр ăна çупăрлать.
Тулли уйăх çутти ун çинче,
Кёмёл çутă сапса ачашлать.
Урампа савăнсах эп утатăп ирпе,
Çёкленÿллёх тулли асăмра.
Укăльча алăкпе ак тухатăп хире,
Сарă Тулă пусси асăмра.
Ман ачаллăх тăван ялăмра,
Иртсе кайрё ирхи тётре евёр.
Тăрса юлчё çапах асăмра,
Илёртÿллё çурхи тёлёк евёр.
Асăмрах ак пилеш, лаштрака хурама...
Манăн кил умёнчи шурă хурăн,
Пахчари асатте пек йăмра...
Шурă шупăрлă ват улмаççи.
Тăвансемёр упрар ялсене,
Эпир пурте тăван – ялтрасем.
Эп сунатăп сире кашнине,
Юратмашкăн тăван ялсене.
Тăван ял, савнă ял, асăмра эс ялан.
Чунăмра тăван кил, тăван ял.
Ман сăпкам – тăван ял,
Тёп тымар – тăван ял,
Ман сёткен – тăван ял,
Чун хаваль – тăван ял.