Сӑвви Альбина Юратӑвӑн
Кӗвви Иван Андреевӑн
Акатуй
Вӗҫлесессӗн аки-сухине
Савӑнмашкӑн йышпа, пит аван!
Пухӑнсан пӗрле кӗрекене
Чун юррийӗ вӗҫет ян та ян.
Сар хӗрсемпе маттур каччӑсем
Вӑй пуҫлаҫҫӗ алран-ал тытса.
Ӑмӑртаҫҫӗ патвар чӑвашсем,
Ӑйӑрсем чупаҫҫӗ ыткӑнса.
Хӑналать тус-тӑван пӗр-пӗрне,
Чӳхенет куркара пыл-сӑра.
Ҫук, манмастпӑр йӑла-йӗркене,
Пур-ха, пур мӑнаҫлӑх Чӑвашра.
Чӑвашла кӗр! кӗрлет ҫурхи туй,
Калчапа симӗслентӗр хир, уй.
Ҫунат пар ӗҫчене, Акатуй,
Туслӑхпа эс, чӑваш, ялан пуй.
Хушса юрламалли:
Акатуй, Акатуй, Акатуй,
Таврара кӗр! кӗрлет ҫурхи туй.
Акатуй, Акатуй, Акатуй,
Чӑн чӑваш пулнине, тусӑм, туй.